Текст песни
Кайрăн эс тухса хÿтĕлеме
Пурнăç панă чун саван çĕре.
Кĕл тăватăп эп. Пĕлеп кĕтме -
Çĕнтерÿçĕ çулĕпе çÿре.
Таврăн чĕрĕ, эп кĕтеп савса,
Шанăçпа кĕтеççĕ тăвансем.
Ачусем пиллеççĕ юратса,
Кунсерен çыраççĕ çырусем:
«Эс, атте, куллен упра хăвна,
Ирсĕр тăшмана эс ан шелле.
Пулăш çумăнти салтак - тусна,
Сан хыçра - çемье, хыт хÿтĕле».
Хаклă маншăн эсĕ яланах,
Пĕл, çĕршыв шанать хăй ывăлне.
Паттăр эс. Пулатăн пурнăçрах,
Саншăн упрăп чунăм чечекне.
Эс – çемье хуçи, ыр мăшăр ман,
Сапăçан пире хÿтĕлесе.
Чун туять - эс чĕрĕ таврăнан,
Çĕнтерен! Илетпĕрех кĕтсе!
Тăвансем çыхаççĕ тетелесем,
Савнă çĕр парать сана вăй-хал.
Канăçсăр чунра хĕм шухăшсем -
Мирлĕ пурнăçшăн хула та ял.