Текст песни
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать
Шыв юхать те
Шыв юхать те чул юлать
Шухăшлăр-ха тăвансем те
Шухăшлăр-ха тăвансем
Ĕмĕр иртет
Ĕмĕр иртет кун юлать
Вуник юман пĕр кăкран та
Вуник юман пĕр кăкран
Харăс тăрса
Харăс тăрса касар-и
Эпир пурте пĕр тăван та
Эпир пурте пĕр тăван
Харăс тăрса
Харăс тăрса юрлар-и
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать те
Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать
Шыв юхать те
Шыв юхать те чул юлать