Текст песни
Шӑпа чӗннӗ инҫе
Шутламан вӑл кулма
Вӑрҫӑ хирӗ ҫинче
Тӑшманпа тӗл пулма
Пирвайхи кунранах
Ҫирӗпленнӗ салтак
Аманса юн тӑкса
Нуша курнӑ пайтах
Ӗмӗрех салтак
Яланах салтак
Халь тӑван ялта
Шухӑшсем малта
Ӗмӗрех салтак
Яланах салтак
Пирӗн паттӑр салтак
Мухтанатпӑр санпа
Кунӗпе ҫӗрепе
Вутлӑ ҫумӑр ҫинче
Вӑрҫӑ хӗрнӗ ҫӗрте
Паттӑрланнӑ салтак
Ҫав хаяр ҫулсене
Манӑҫми туссене
Ас илет час-часах
Запасри халь салтак
Ӗмӗрех салтак
Яланах салтак
Халь тӑван ялта
Шухӑшсем малта
Ӗмӗрех салтак
Яланах салтак
Пирӗн паттӑр салтак
Мухтанатпӑр санпа
Ӗмӗрех салтак
Яланах салтак
Халь тӑван ялта
Шухӑшсем малта
Ӗмӗрех салтак
Яланах салтак
Пирӗн паттӑр салтак
Мухтанатпӑр санпа