Текст песни
Эс чĕтретĕн-и, эс йĕретĕн-и
Ма салхуллă сан йăл куллу
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и
Шăнкрав курăкĕ — уйрăлу
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и
Шăнкрав курăкĕ — уйрăлу
Утас çук урăх, чупас çук урăх
Сывлăм сырăннă сукмакпа.
Ирхи тĕлĕкĕм, çурхи ĕмĕтĕм
Урăх тĕл пулас çук санпа.
Ирхи тĕлĕкĕм, çурхи ĕмĕтĕм
Урăх тĕл пулас çук санпа
Чăрăш авăнĕ, куккук авăтĕ
Илĕртсе манми чăтлăха
Ӳкĕнессĕм çук, ӳкĕтлессĕм çук
Ĕнерхи хавас яшлăха
Ӳкĕнессĕм çук, ӳкĕтлессĕм çук
Ĕнерхи хавас яшлăха
Кăмăлна хытар, куççӳльна пытар
Кирлĕ мар йĕме, кирлĕ мар
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и
Ална пар савни, уйрăлар
Шăнкрав курăкĕ парне пултăр-и
Ална пар савни, уйрăлар
Ална пар савни