Текст песни
Тухрӑм укӑлча уҫса
Савӑк юрӑ юрлама
Тус-тӑвана пуҫтарса
Саркаланса ташлама
Атя ташлар ташшине
Юрлар чӑваш юррине
Тулли пурнӑҫ пурӑнар
Хамӑр йӑха манар мар
Вӗҫӗ-хӗррисӗр уйӗсем
Питӗ хӳхӗм чечексем
Манӑн чунӑм савӑнать
Чӑваш ташши пур, пулать!
Атя ташлар ташшине
Юрлар чӑваш юррине
Тулли пурнӑҫ пурӑнар
Хамӑр йӑха манар мар