Текст песни
Ӳсрӗм ҫуралса хӗвеллӗ Чаткасра,
Мӗн тери хитре ман савнӑ ял
Ҫывӑх тӑвансем пулсан куллен ҫумра
Ӗҫлесе хӑватланать вӑй-хал
Юрататӑп эп чунтан тӑван яла,
Пуҫ тайса эп ыр сунап ӑна
Ҫунатсем парать вӗҫме вӑл малалла,
Вӗрентет ӗнен шанса хӑвна
3Савӑнатӑп хакласа мӗн пуррине,
Ял пуласлӑхӗ ман алӑра
Чӗнӗп пулӑшма эп тус-тӑвансене,
Садсемпе ешерӗ ман тавра
Хушса юрламалли
Савнӑ ялӑм, пурӑн эс ялан,
Эс пире телей, хавха паран
Ял пуртан чӑваш пурнать пуян,
Ял пулсан чӑваш пӗтмест нихҫан