Текст песни
Ырӑ хыпарсем
Пĕтрĕç пулмалла
Ыттисем хӑварчĕç
Пуçа ваклатса
Ӑнланма пултараймастӑп нимĕнте
Аташнӑ пурте е эп пĕччен
Кун иртни ирĕлет шухӑшсемпе
Ӑçта çул кĕртет ши
Ӑшӑнасчĕ хĕвельтен
Тӑранасчĕ телейрен
Ӑçта кайса кĕрен
Тулли урамсем
Пурнӑç савнипе
Йӑл кулусемпе
Уткалаç майпен
Ӑнланма пултараймастӑп нимӗнте
Мӗн чухле япала камран килет
Пĕр ҫынран нумай-и пур кӗтме
Тем тӑвайатӑн ши
Ӑшӑнасчĕ хĕвельтен
Тӑранасчĕ телейрен
Ӑçта кайса кĕрен