Текст песни
Печӗк чухне урамра
Вӑй вылянӑ эп пулас
Нумай ача ман умра -
Кама тупас, кама тытас
Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ
Эп куҫа уҫатӑп
Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ
Эп сире шыратӑп
Такама ялан шыратӑп
Темӗскер ялан кӗтетӗп
Ачапек эп вӑй вылятӑп
Куҫа уҫатӑп, тем сӑнатӑп
Ӳссе ҫитрӗм, ялтан тартӑм
Утрӑм, чупрӑм, ҫӗре касрӑм
Нуммай ҫӗре те ҫитрӗм
Нуммай ҫӗрте те пултӑм