Текст песни
Пурăнаççĕ Мускавра
Харсăр чунлă чăвашсем.
Янăрать мĕн пур тавра
Чăвашла! Эх, маттурсем!
Эй, Мускав чăвашĕсем,
Ăнса пыччăр ĕçĕрсем!
Чăвашлатăр Мускава,
Эсир тивĕçлĕ тава.
Эй, Мускав чăвашĕсем,
Йышăнсамăр саламсем!
Чăваш Ен сире савать,
Юрату, телей сунать!
Мускава илемлетсе
Ир те каç тăваç пин ĕç!
Кил, тăван, хисеплесе
Тĕппипе сăра эс ĕç!
Эй, Мускав чăвашĕсем,
Ăнса пыччăр ĕçĕрсем!
Чăвашлатăр Мускава,
Эсир тивĕçлĕ тава.
Эй, Мускав чăвашĕсем,
Йышăнсамăр саламсем!
Чăваш Ен сире савать,
Юрату, телей сунать!
Тĕл пулсан Акатуйра
Юр юрлаççĕ чăвашла!
Чăваш пек ăста сайра,
Тăр çума, манпа ташла!
Эй, Мускав чăвашĕсем,
Ăнса пыччăр ĕçĕрсем!
Чăвашлатăр Мускава,
Эсир тивĕçлĕ тава.
Эй, Мускав чăвашĕсем,
Йышăнсамăр саламсем!
Чăваш Ен сире савать,
Юрату, телей сунать!