Текст песни
1Ах, ытла ир ҫеҫпӗл ҫеҫке ҫурчӗ ҫуркунне
Вӑрман тӑрӑх сапаларӗ кӑн-кӑвак тӗсне
Каяс килет вӑрмана, ҫӳрессӗм килет ҫав ман унта
Анне мана ан чар-ха, тупата турӑшӗнех яр-ха
Вӑрма-вӑрма-вӑрмана, анне, яр-ха вӑрмана
Вӑрма-вӑрма-вӑрмана, ҫеҫпӗл татма, выляма
Хуньӑм хӗрӗ - хура хӗр, хура хӗр те - чипер хӗр
Чипер хӗрӗн ҫӗрри пур, ҫеҫпӗл татма кӑмӑл пур
2Хӑмла ҫырли те хӗрӗлчӗ пӗчӗк вӑрманта
Хурлӑханӗ те хуралчӗ хура вӑрманта
Каяс килет ҫырлана, ҫӳрессӗм килет ҫав ман унта
Анне мана ан чар-ха, тупата турӑшӗнех яр-ха
Ҫырла-ҫырла-ҫырлана, анне, яр-ха ҫырлана
Ҫырла-ҫырла-ҫырлана, ҫырла татма, выляма
Хуньӑм хӗрӗ - хура хӗр, хура хӗр те - чипер хӗр
Чипер хӗрӗн ҫӗрри пур, ҫырла татма кӑмӑл пур
Ши-ши-ши вара, ҫумӑр ҫӑвать-ши вара?
Эпир кунта ташланишӗн намӑс пулать-ши вара?
3Антӑхса кайсах юрлаҫҫӗ улахри хӗрсем
Чун-чӗрене тыткӑнлаҫҫӗ ҫепӗҫ сассисем
Каяс килет улаха, ларассӑм килет ҫав ман унта
Анне мана ан чар-ха, тупата турӑшӗнех яр-ха
Ула-ула-улаха, анне, яр-ха улаха
Ула-ула-улаха, улах ларма, выляма
Хуньӑм хӗрӗ - хура хӗр, хура хӗр те - чипер хӗр
Чипер хӗрӗн каччӑ пур, качча кайма кӑмӑл пур